【チュヴァシ語ニュース】チュヴァシ語の文字 Ӑ の像が設置される

Палӑк тума укҫа пухаҫҫӗ

 




 

2021728日付 Чӑваш халӑх сайчӗ

 

 

Чӑваш алфавитне халалласа палӑк пулассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: палӑк Чӗмпӗрте пулӗ, мӗншӗн тесе шӑпах унта «Раҫҫейри чи пысӑк этноссенчен пӗрин ҫырулӑхне чӗртсе тӑратнӑ». Асӑннӑ тӑрӑхри чӑвашсем хальхи вӑхӑтри чӑваш алфавитне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнине халалласа хулара палӑк вырнаҫтарас сӗнӳпе тухнӑ. Вырӑнтисем конкурс ирттерсе палӑкӑн чи лайӑх проекчӗ тесе Виктор Егоров (Аванмарт) скульпторӑн ӗҫне суйланӑ. Виктор Аванмарт палӑка ҫаврашкана ҫырнӑ Ӑ саспалли евӗр хатӗрлесшӗн.

 

チュヴァシ語のアルファベットを記念した像が設置されることについて、我々は以前報じた。像の設置場所は、ウリヤノフスクだ。なぜなら、まさにそこで「ロシア最大の民族の一つ(チュヴァシ人)の文字ができた」からである。現地のチュヴァシ人らは、現在のチュヴァシ語アルファベットができて150年になるのを記念して、街に像を設置することを提案した。現地の人たちはコンクールを行い、像の最優秀案として、彫刻家であるヴィクトルさんの案を選んだ。ヴィクトルさんは、円の中に Ӑ の文字をあしらった像を作ろうと考えている。

 


 

Халӗ вара «Хыпар» издательство ҫурчӗн Инстаграмри страницинче палӑк валли укҫа пухнине пӗлтернӗ.

 

出版社「フバル」のインスタグラムページによると、現在は像のための資金集めが行われている。

 

 

訳者:boltwatts

出典:https://chuvash.org/news/29253.html

コメント