Михаил
Игнатьев коронавирусран вилни ҫинчен хыпар ҫитрӗ

2020年6月19日付 Сувар
Кун
ҫинчен федераллӑ информаци агентствисем хыпарлаҫҫӗ
これについてロシアの複数の情報機関が報じている。
Чӑваш
Республикин экс-пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев коронавирусран вилсе кайни ҫинчен
пӗлтерет РБК. Вӑл ҫак хыпара "Интерфаксран" илнӗ. Ӑна республика
Пуҫлӑхӗн администрацийӗнчен кун ҫинчен ӗнер каҫпа пӗлтернӗ тесе ҫыраҫҫӗ, анчах
официаллӑ пӗлтерни хальлӗхе ҫук-ха. Май уйӑхӗн вӗҫӗнче Михаил Игнатьев хӑйне
ӗҫрен тӗрӗс мар кӑларнӑ тесе Раҫҫей Президенчӗ ҫине Верховнӑй суда пани ҫинчен
эпир ҫырнӑччӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл икӗ енлӗ пневмонияпа пульницара (ФГБУ «НМИЦ им.
В.А. Алмазова») выртни ҫинчен хыпар тухрӗ. Аса илтеретпӗр, ЧР Пуҫлӑхӗнче юлашки
ҫул ӗҫленӗ чухнех Игнатьев чӗрепе аптӑраса пульницана лекнӗччӗ. Ун чухне вӑл
вилӗм аллинчен хӑтӑлса тухайнӑччӗ. Ҫын вилни ҫинчен калакан информаципе
шӳтлемеҫҫӗ. Вӑл тӗрӗс пулас пулсан, ҫак хурлӑхлӑ хыпар Чӑваш Ене хальхи вӑхӑтра
ертсе пыракансемшӗн республикӑн ҫӗр ҫулӗ тӗлне чи кӗтмен "парне"
пулса тӑрать.
チュヴァシ共和国前首長のミハイル・イグナチエフ氏が新型コロナで死去したことに関して RBC(ロシアのメディアグループ)が報じている。RBC はこのニュースをインテルファクス通信(ロシアの通信社)から得た。記事には、死去について昨晩、共和国首長府から伝えられたと書かれているが、公式の発表は現時点でまだない。5月下旬、ミハイル・イグナチエフ氏は、自身の解任が不当だとしてロシア大統領を最高裁判所に提訴していた。同時期に、イグナチエフ氏が両側性肺炎でサンクトペテルブルクの病院に入院したというニュースが報じられた。なお、イグナチエフ氏は在任最終年に心筋梗塞で病院に搬送されたが、その時は一命をとりとめていた。冗談で訃報は流さない。もし本当であれば、この悲しいニュースはチュヴァシ共和国の現在の指導者らにとって、共和国成立100周年における最も予想外の「プレゼント」となってしまう。
訳者:boltwatts
コメント
コメントを投稿