【チュヴァシ語ニュース】エストニア発の新時代チュヴァシ音楽!民族ロックバンド「Tarai」のデビューアルバム、YouTube で公開(日本語字幕あり)

Александр АЙДАРОВ: «АННЕ ЧӖЛХИПЕ КАЛАÇМАННИ ТЕЛЕЙЛӖРЕХ ТĂВАЙМАСТЬ»




2020510日付 Сувар


Чăваш чӗлхине шкулсенче вӗрентес ыйтăва ашшӗ-амăшӗсене татса пама ирӗк панăранпа савăнмалли сахал пирӗн. «Хама чăвашла пӗлни кирлӗ пулмарӗ, ман ачам ан вӗрентӗр», – текен аннесем нумайланса кайрӗç. Пирӗн паянхи хăнан вара кун пирки урăх шухăш.

子供がチュヴァシ語を学校で習うかどうかが両親の決定に委ねられて以来、「自分にはチュヴァシ語が必要なかったから、子供は学ばないでほしい」という母親が増えてしまった。一方で、今日のゲストは違う考えを持っている。


Эстонире «Тарай» этно-рок ушкăн йӗркеленӗ чăваш каччи (Пушкăртстан мăнукӗ) Александр Айдаров хăй тӗллӗн чăвашла калаçма-çырма вӗреннисӗр пуçне, акă ӗнтӗ миçемӗш çул халăх юррин пентатоникине тӗпе хурса çӗнӗ чăваш кӗвви-юррине шăрантарать. Тӗрлӗ фестивальсене, Эстонире пурăнакан халăхсен кӗвви-юррисене халалланă тӗлпулусен ярăмӗсене хутшăнса чăваш юррине Европа шайне кăларать. «Тарай» ушкăн пирӗншӗн, тутарстансемшӗн, те çывăх, Александр Айдаровăн йăх тымарӗсем Çӗпрел районӗнчи Чăваш Çӗпрелӗнчен. Çавăнпа ушкăнăн пултарулăхӗпе кăсăклансах тăратпăр. Чăваш чӗлхи кунӗнче «Эпир те маттур» альбомӗ тухрӗ. Калас пулать, Европăра тухнă пӗрремӗш чăваш этно-рок альбомӗ вăл! Кун çинчен тӗплӗнрех пӗлес шутпа ятарласах Александр Айдаровпа хăйӗнпе интернет урлă çыхăнас терӗмӗр.

エストニアで民族ロックバンド「Tarai」を結成したチュヴァシ人男性のアレクサンドル・アイダロフさんは、自分でチュヴァシ語を学んだだけでなく、民謡の五音音階をベースに新しいチュヴァシ音楽を奏でる。様々なイベントに参加し、チュヴァシの歌をヨーロッパに届けている。「チュヴァシ語の日」である425日に、アルバム「Эпир те маттур(僕らはすごい)」をリリース。これはヨーロッパで出た初めてのチュヴァシ民族ロックのアルバムとなった。これについて詳しく知るために、我々は彼にインタビューを行った。


アレクサンドルさん

– Александр, сирӗн ушкăнăн ячӗ тахçантанпах кăсăклантарать. Мӗне пӗлтерет вăл?

–Манăçа тухнă чăваш сăмахех вăл, архаизм. Тарай – пурçăн. Ятарласа суйларăм, хитре сăмах ан çухалтăр тесе.

記者:グループ名の Tarai はどういう意味ですか?

アレクサンドルさん:使われなくなった古いチュヴァシ語の単語で、「絹」という意味です。美しい単語がなくならないようにと思って選びました。


<中略>


– «Тарай» ушкăна темиçе çул. Юррăрсем сахал мар сирӗн. Мӗн чухлӗ вăхăт иртрӗ чылай альбом хатӗрличчен?

– Ушкăна 2012 çулта пуçарса ятăмăр. Ку пирӗн 1-мӗш, дебютлă альбом. «Тарай» стильне «туптаса пăхнă» чухне демо юрăсем çыртартăмăр. Тинех, чăн-чăн альбом хатӗр. 2007 çулта Шупашкара кăна мар, Чăваш Ене те чи пӗрремӗш хут çитрӗм. «Çăлкуç» кафе. Н.Королеван «Сарă тюльпансем» юрри. Яш-кӗрӗм ахăлтатса ташлать... Чăвашра никам та мана мӗн вăл хальхи чăваш юрри-кӗвви тесе ăнлантарса параймарӗ. Хуравсем çителӗксӗрччӗ: теори е чăваш эстради. 2012 çулта çак ыйтăва хамах хуравлас терӗм. Сакăр çул хушши чăваш халăх юррисене юрласа, вӗсене тăнласа та тӗпчесе, кӗвӗсене чунра шыраса пурăнтăм.

記者:アルバム制作にはどれくらいの時間がかかりましたか?

アレクサンドルさん:グループは2012年に結成しましたが、今回のアルバムが私たちのデビューアルバムです。2007年にチュヴァシ共和国に初めて行ったとき、誰も「現代チュヴァシ音楽とは?」という私の質問に答えられませんでした。2012年に、その質問に自分で答えを出そうと思ったのです。それから8年間、チュヴァシ民謡を歌ったり聞いたり調べたりして、心の中で曲を探しながら生活してきました。


– Кашни юррăн хăйӗн итлекенӗ. Мӗн сӗнет вӗсене альбом?

– Пирӗн ушкăн чăвашла калаçакан е калаçас текен çамрăк ăрушăн тăрăшать. Вӗсем тӗрлӗ çӗрте пурăнаççӗ: Чăвашра, Тутарстанра, Мускавра е Норвегире. Эстрадăри шаблонсенчен ывăннă-мӗн. Ахаль çӗннине мар, чăвашла çӗннине шырaççӗ вӗсем. Вӗсен чăваш юрри-кӗввипе мăнаçланас килет. Паллах, ачаpанпа чăваш кӗввине итлеме хăнăхнă аслă ăру та хăйшӗн «Тарай» юррисенче тăванран-тăваннине тупаять тесе уйлатăп (шутлатăп. – Ред.). Пирӗн итлекенсем – Европăра пурăнакан, культурăпа кăсăкланакан, аслă ӳсӗмри (30-45-ри) çынсем. Вӗсем чăвашсем мар. Эстонире пурăнатпăр, çавăнпа вӗсенчен нумайăшӗ эстонсем. Вӗсем валли live концертсем ирттеретпӗр. Чăвашра кам та пулсан концертсем йӗркелесен – пырăпăр! Пырас кăмăл пур.

記者:このアルバムはどんな人たちに向けたものですか?

アレクサンドルさん:私たちのグループは、チュヴァシ語を話す、もしくは話そうと思っている若い世代に向けて活動しています。そのような人たちは色々な所に住んでいます。彼らは、ただ新しいだけの音楽ではなく、チュヴァシ語の新しい音楽を探しています。チュヴァシ音楽に誇りを持ちたいのです。もちろん、子供のころからチュヴァシ音楽を聴いてきた上の世代も、「Tarai」の歌に懐かしいものを感じることができると思っています。私たちのリスナーは、ヨーロッパ在住で文化に関心を持っている30-45歳の人たちです。彼らはチュヴァシ人ではありません。私たちはエストニアに住んでいるので、リスナーの多くはエストニア人です。彼らのためにライブを行っています。チュヴァシ共和国でもコンサートを行いたいと思っています。


<中略>


– Кӗвӗ тӗнчинче халăха мӗнпе те пулин тӗлӗнтерме йывăррине каланăччӗ эсир пӗр интервьюра. Çак шутпах чăваш халăх пентатоникине тарăн тӗпчесе çӗнӗ стиль йӗркеленине асӑннăччӗ. Хальлӗхе сирӗнни пек ушкăн урăх çук, эппин, тӗлӗнтертӗр пулса тухать, Европăра «Тарай» ушкăна пӗлеççӗ-и халь? Халăх çине час-часах тухатăр-и?

– СССР вăхăтӗнче нумай композитор чăваш халăх пултарулăхӗпе усă курнă. Пирӗн тӗллев вара кăна хальхи вăхăтра тăвасси. Чăваш юрри-кӗвви Шупашкар шайӗнче кăна мар, тӗнче шайӗнче пулмалла. Эстонире «Тарая» пӗлеççӗ, паллаççӗ. Халӗ альбом пур. Концертсене хутшăнатпăр. Аудиторие асăнтăм ӗнтӗ. Тӗллев: интернетра – чăвашсем; live концертсем эстонсем, Эстонире пурăнакан тата ытти халăхсем валли.


記者:驚くような曲を作るのは難しいと言いますが、あなた方は民謡の五音音階をベースにした新しいスタイルで衝撃を与えました。ヨーロッパでは「Tarai」は知られていますか?ライブなどの活動は頻繁に行っていますか?

アレクサンドルさん:ソ連時代には多くの作曲家がチュヴァシ民謡を参考にしました。私たちの目標は、これを現代で行うことです。チュヴァシ音楽はチュヴァシ共和国にとどまらず、世界に広まるべきです。エストニアでは「Tarai」は知られています。目標は、ネット配信はチュヴァシ人に、ライブはエストニア人やエストニアに住む他の民族に向けて行うことです。





– ЮНЕСКО чăваш чӗлхине пӗтекеннисен шутне кӗртме те ӗлкӗреймерӗ, чăвашсем эпир, шел те, килӗшрӗмӗр те темелле, ялсенче те ачасене вырăсла калаçтарма тăрăшаççӗ халӗ. Сирӗн патра ку япала тахçанах. Çапах та сирӗн хушăра чăвашла вӗренес текенсем çук-и, калăпăр, хăвăр çемйӗртех?

– Эпӗ хамăн ачапа чăвашла калаçатăп, амăшӗ – вырăсла. Капла эпир калаçса татăлтăмăр. Ку система. Ача мӗнле чӗлхепе каланине ăнланать пулсан – аталанать. Пирӗн система вара ашшӗ – чăвашла, амăшӗ вырăсла калаçтарни. Пăтраштармастпăр. Ывăл çулталăк та виçӗ уйăхра кăна пулин те, ик чӗлхене те пит лайăх ăнланать, хăй пултарнă пек пуплет. Ача садне кайсан эстонла вӗренӗ, шкула кайсан акăлчанла. Сиенлӗ мар ку. Нумай-нумай хутăш çемье ачисене темиçе чӗлхепе калаçтарать. Нихăш чӗлхене те «кирлӗ мар» тесе каламаççӗ. Тарайсем – Андреа Патрон – çемйинче итальянла, вырăсла тата акăлчанла калаçаççӗ. Эйнар Муони çемйинче – эстонла тата вырăсла. Икӗчӗлхелӗх – тытăм, система. Пирӗн ачасем нумай чӗлхеллӗ. Нумай чӗлхелӗх пирки нумай çырнă, тӗпченӗ. Сирӗн, журналистсен, кун пирки çырмаллах. Шел, хальхи чăвашсем кун пирки пӗлмеççӗ. Кирек мӗнле тăван чӗлхе те – сиенлӗ тиев мар! Анне чӗлхипе калаçманни телейлӗрех тăваймасть.

記者:ユネスコがチュヴァシ語を危機言語に入れる前に、私たちチュヴァシ人はあきらめてしまったとも言うべきでしょう、村でも子供たちにロシア語を話させようとしているような状況です。あなたの住んでいるところではとっくにそのような状況だと思いますが、チュヴァシ語を学ぼうという人はいませんか?あなたの家族ではどうですか?

アレクサンドルさん:私は子供とチュヴァシ語で、妻はロシア語で話しています。話し合ってこうすることに決めました。息子はまだ13ヶ月ですが、両言語をよく理解しています。幼稚園に行けばエストニア語を、学校に行けば英語を学びます。多くの言語を学ぶことは害ではありません。他の多くの家族も、子供にいくつかの言語を話させています。彼らは、どの言語も「必要ない」とは言いません。バンドのメンバーも、家庭で複数の言語を話しています。残念ながらチュヴァシ人は、多言語話者であることのメリットについて知りません。母語はどんな言語であっても、役に立たない重荷ではありません。母語を話さずに幸せになることはできないのです。


<中略>


訳者:boltwatts

アルバム(歌詞の日本語字幕あり):

コメント