【チュヴァシ語ニュース】モルドヴィア共和国への編入を希望

Улатӑрсем Мӑкшӑ Республикипе пӗрлешесшӗн


youtube.com сайтри сӑн


2019129日付  Чӑваш халӑх сайчӗ


Улатӑрти хастарсем хулана Мӑкшӑ Республикипе пӗрлештересси пирки калаҫма тытӑннӑ. Кун пирки «Известия Мордовии» хаҫатра ҫырнӑ.

チュヴァシ共和国南西部アラーティリ郡の活動家らは、モルドヴィア共和国への編入について話し始めた。これについて、モルドヴィア共和国の新聞が報じた。


Хастарсем ҫакна темиҫе сӑлтавпа ӑнлантарнӑ. Чи пӗрремӗшӗ Улатӑр Шупашкартан 200 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ, Саранскран вара 150 ҫухрӑмра. Статьяра палӑртнӑ тӑрӑх, юлашки 5 ҫулта 5 мэр улшӑннӑ, хула лайӑх енне аталанман. Тӗслӗхрен, ҫӗнӗ ача пахчисем ҫӗклес вырӑнне «Солнышко» ятлине хупнӑ. Кӳршӗ республикӑра вара пач тепӗр май: шкулсем, ача пахчисем, спорт керменӗсем, ытти учреждени ҫӗкленеҫҫӗ. Улатӑрти стадиона чылай ҫул юсаман, ку ыйтӑва вара тахҫанах ҫӗкленӗ.

活動家らは、これにはいくつかの理由があると説明した。最初の理由は、アラーティリの街がチュヴァシ共和国の首都チェボクサルから200kmにあるのに対し、モルドヴィア共和国の首都サランスクからは150kmにあることだ。記事によると、ここ5年間で市長が5人交代し、街は良い方向に発展していないという。例えば、新しい幼稚園を建てる代わりに、一つの幼稚園が閉園した。隣の共和国(モルドヴィア共和国)では全く別だ。学校や幼稚園、競技場などの施設が建てられている。アラーティリ郡のスタジアムは、長年修繕されていない。かなり前から修繕の要求が出ているにも関わらずだ。


Улатӑрсене япӑх ҫулсем те пӑшӑрхантараҫҫӗ. Кунти чи лайӑх ҫулсем Мӑкшӑ Республикинчи чи япӑх ҫулсемпе танлашаҫҫӗ-мӗн. Хулара ҫӳпап контейнерӗсем сахал пулнӑран пӗлтӗр ӑпӑр-тапӑр сапаланса выртнӑ иккен. Хастарсем контейнерсем ларттарнӑ, анчах вӗсем те кивӗ тата ҫӗтӗкатӑк.

アラーティリの住民は悪路にも悩まされている。そこで最も良い道路は、モルドヴィア共和国にある最も悪い道路と同じくらいであるという。街にはゴミコンテナが少ないため、去年はゴミが散らばっていたそうだ。活動家らはコンテナを設置したが、それらは古くボロボロだ。


Вырӑнти тӳре-шара вара халӑх шухӑшне витӗм кӳресшӗн. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, Мӑкшӑ Республикин патшалӑх парӑмӗ пысӑк. Анчах хастарсене ку та хӑратман Чӑваш Енӗн те парӑм пур. Хастарсем палӑртнӑ тӑрӑх, Улатӑрта пысӑк улшӑнусем ҫук.

地元の役人は住民に説明を試みている。彼らによると、モルドヴィア共和国は多額の借金を抱えているという。しかし、活動家らにとってはこの説明も恐れるに足らない。チュヴァシ共和国にだって借金はあるからだ。活動家らによると、アラーティリに大きな変化はない。


Халӗ хастарсем депутатсене ҫӗнӗрен суйлаттарасшӑн ӗҫлемен тӳре-шарана ҫав пукан ҫинчен антармалла-мӗн. Вӗсем урамра ҫутӑ лампочкисем вырнаҫтарассишӗн те тӑрашаҫҫӗ халӗ.

現在、活動家らは議員らを新しく選びなおすことを希望している。働かない役人はその座から引きずり降ろさなければならないという。彼らは現在、街灯を設置するための活動もしている。


«Эпир ыранах Мӑкшӑ Республикине кӗртмешкӗн ыйтма каятпӑр тесе каламастпӑр, анчах ку шухӑш канӑҫ памасть. Тен, никама пӑхӑнмасан тата лайӑхрах, эпир тахҫанах истори хули шутланатпӑр вӗт. Е тата Чӗмпӗр облаҫӗ инҫе мар. Йӑлӑхтарчӗ, эпир аталанмастпӑр кӑнма мар, ҫулранул сӳнсе пыратпӑр, влаҫ вара нимӗн те тумасть, пире илтмест», - ҫапла пӗлтернӗ Улатӑр хастарӗсем кӳршӗри хаҫата.

「私たちは明日にもモルドヴィア共和国に編入を求めに行くと言っているわけではありません。しかしこの考えを捨てたわけではありません。もしくは、どこにも属さないという考えもあります。私たち(の街)は最近歴史の街と認定されたのですから。それに、ウリヤノフスク州も遠くありません。うんざりです、私たち(の街)は発展していないどころか、年々衰えていっています。国(チュヴァシ共和国)は何もせず、私たちのことを聞きません」とアラーティリの活動家らは隣の共和国(モルドヴィア共和国)の新聞に伝えた。


訳者注:アラーティリ郡はチュヴァシ共和国の中でチュヴァシ人の割合が最も少ない地域である。アラーティリ市の人口の88%をロシア人、8%をモルドヴィン人が占め、チュヴァシ人は3%に過ぎない(2010年全ロシア国勢調査)。


訳者:boltwatts

コメント