Чӑваш чӗлхин олимпиадине Туркменистанран та хутшӑннӑ

2019年4月15日付 Чӑваш халӑх сайчӗ
Ака уйӑхӗн 13-мӗшенче чӑваш чӗлхипе тата литературипе пӗтӗм халӑхсем хушшинчи олимпиада иртнӗ. Унта Казахстанпа Туркменистанран та хутшӑннӑ.
4月13日、国際チュヴァシ語・文学オリンピックが行われた。カザフスタンやトルクメニスタンからの参加者もいた。
Чӑваш Енӗн Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министертствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑс-тӑна 25 ҫула ҫитичченхи 412 ачапа ҫамрӑк тӗрӗсленӗ.
チュヴァシ共和国の教育青年政策省によると、オリンピックには25歳までの412人の子供や若者が参加した。
Олимпиада «Чӑваш чӗлхи — тӑван чӗлхе» тата «Чӑваш чӗлхин илемӗ» енсемпе иртнӗ. «Чӑваш чӗлхи — тӑван чӗлхе» ятлине чӑваш чӗлхипе литературипе 2018 тата 2019 ҫулсенче иртнӗ олимпиадӑсен ҫӗнтерӳҫисем — пурӗ 57-ӗн — хутшӑннӑ. Йышра Тутарстанри 16 ача пулнӑ, Чӗмпӗр облаҫӗнчи — 1 ача.
オリンピックは「チュヴァシ語―母なる言葉」と「チュヴァシ語の美」の二つのカテゴリーに分けて行われた。「チュヴァシ語―母なる言葉」のカテゴリーには、2018年と2019年に行われた地域レベルのチュヴァシ語・文学オリンピックの勝者ら計57人が参加した。その中にはタタールスタンから16人、ウリヤノフスク州から1人の参加者が含まれていた。
«Чӑваш чӗлхин илемӗ» ятлине шкулсемпе техникумсенче, аслӑ шкулсенче вӗренекен 355 ҫамрӑк хутшӑннӑ. Инҫет мелӗпе йӗркеленӗскерте хамӑр тӑрӑхрисем ҫеҫ мар, Чӗмпӗр облаҫӗнчи, Тутарстанри, Пушкӑртстанри, Казахстанпа Туркменистанрисем те пӗлӗве тӗрӗсленӗ.
「チュヴァシ語の美」のカテゴリーには学校や専門学校、大学などで学ぶ355人の若者が参加した。遠隔で行われたこのカテゴリーにはチュヴァシ共和国だけでなくウリヤノフスク州、タタールスタン、バシコルトスタン、カザフスタン、トルクメニスタンからも参加者がいた。
訳者:boltwatts
コメント
コメントを投稿