【チュヴァシ語ニュース】チュヴァシ語オリンピックが行われる

Чăваш чĕлхипе литератури олимпиади иртнĕ




2019226日付 Хыпар


Паян И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх  университетĕнче регионсем шайĕнчи чăваш чĕлхипе литератури олимпиади иртнĕ. Чăваш Енĕн Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствинче пĕлтернĕ тăрăх, вĕренекенсене юрă-ташă енчен маттур студентсем çепĕç чăваш юррисене шăрантарса кĕтсе илнĕ.

今日チュヴァシ国立大学で、地域レベルのチュヴァシ語・文学オリンピックが行われた。チュヴァシ共和国の教育・青年政策省が伝えたところによると、生徒たちを歌や踊りに優れた学生たちが、優美なチュヴァシの歌を歌って迎えた。


Олимпиадăна Чăваш республикинчи тата республика тулашĕнчи шкулсенче 9-11-мĕш классенче вĕренекен 164 ача хутшăннă. Вĕсенчен 85-шĕ чăваш чĕлхипе литературине вырăс шкулĕн программипе вĕренеççĕ, 79-шĕ - республикăри чăваш шкулĕсенчен.

オリンピックにはチュヴァシ共和国や共和国外の学校の9-11年生の生徒164人が参加した。彼らのうち85人はチュヴァシ語・文学をロシア人学校のカリキュラムで学ぶ子供たちで、79人はチュヴァシ共和国のチュヴァシ人学校の生徒だった。


Республика тулашӗнчен олимпиадăна пурĕ 10 вĕренекен килнĕ: Тутар Республикинчен –  2-ĕн, Пушкăрт Республикинчен – 4-ăн, Чĕмпĕр облаçĕнчен – 4-ăн. Вĕсем чăваш чĕлхипе тата литературипе питĕ кăсăкланаççĕ, юратса вĕренеççĕ. Çакна олимпиадăра аван кăтартса пама пултарчĕç ачасем. Олимпиадăна килнĕ ачасем Шупашкарти паллă вырăнсенче пулса курчĕç. Чăваш патшалăх университетĕн студенчĕсемпе тӗл пулнă.

共和国外からはオリンピックに全部で10人(タタールスタンから2人、バシコルトスタンから4人、ウリヤノフスク州から4人)が参加した。彼らはチュヴァシ語・文学にとても興味があり、好んで勉強している。そのことを彼らはオリンピックでしっかりと示すことができた。オリンピックに参加した子供たちはチェボクサルの有名な場所を観光したり、チュヴァシ国立大学の学生と会ったりした。


Вĕрентекенсем валли «Чăваш мифологийӗн вăрттăнлăхĕсем» ятлă семинар иртнĕ.

生徒たちのためにセミナー「チュヴァシ神話の神秘」が行われた。


訳者:boltwatts

コメント